Тăван чĕлхесен кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Тĕллевĕ – чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси.

ЮНЕСКО шучĕпе  тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать.  Пире, чăвашсене, паллах, тăван чĕлхе шăпи шухăшлаттарать. ЮНЕСКОна  ĕненес пулсан – Раççейри 136 халăх тăван чĕлхипе калаçма пăрахас хăрушлăх пур. Çав ушкăнра – чăваш чĕлхи те.  Çулленех вун-вун чĕлхе çут тĕнчерен çухалать. Чăнах, юлашки 20 çулта чăваш халăхĕн чĕрĕк пайĕ сахалланнă. Ăсчахсем палăртнă тăрăх – вăл е ку чĕлхе ан пĕттĕр тесен унпа 100 пин çынран кая мар калаçмалла.

Кашни халăх чĕлхи – турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш…

Пурнăçра пĕр  анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси – пирĕн  тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл.

Кÿстÿмерти вăтам шкулта  вĕренекенсем паян Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. Уява чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Мышкина В. Ю. йĕркелесе ертсе пычĕ. Вăл пухăннисене саламларĕ, хамăрăн пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă чĕлхене упраса хăвармалли çинчен каларĕ. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче вĕренекенсем хушшинче сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса 5-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем чĕлхе çинчен сăвăсем каларĕç, чăваш, вырăс юрри-ташшипе паллаштарчĕç.