«Чӑваш чӗлхи ... пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ,
асаннесен кӗлли,
пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ,
пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем,
пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ...»
(Геннадий Волков)
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр
чĕрĕ чĕлхе. Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхиcенчен пĕри шутланать.
Тăван чĕлхе кунне халалласа
Кÿстÿмерти вăтам шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче 5-11
классенче вĕренекенсем «Чечеклен, манăн Чăваш Ен» конкурса хастаррăн хутшăнчĕç,
тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Акан 15-мĕшĕнче «Чăваш пики-2022» ăмăрту
иртрĕ. Конкурса тĕрлĕ класра вĕренекен 6 пике хутшăнчĕ. Хÿхĕм те илĕртÿллĕ чăваш хĕрĕсем куракансене чăваш чĕлхине, культурине
тата унăн историне аван пĕлнипе тыткăнларĕç. Тупăшура «Чăваш пики – 2022» ята 11-мĕш
класра вĕренекен Измакова Алина тивĕçрĕ. Республика шайĕнче иртекен акцисенче
те шкул ачисем хаваспах хутшăнчĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Фуражкина Дина «Эпĕ
чăвашла калаçатăп» акци вăхăтĕнче илемлĕ сăвă вуласа хавхалантарчĕ. Ака уйăхĕн
25-мĕшĕнче чăвашлăх туйăмĕ
тапса тăракан хастарсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие
хутшăнчĕç. Атте –анне панă чĕлхе вăрттăнлăхĕ хăш шайра пулнине
тĕрĕслерĕç.