И. Я. Яковлев – чи паллă çутта кăларуçă тата гуманист.

И. Я. Яковлев – чи паллă çутта кăларуçă тата гуманист.

Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхне çутта кăларнă, чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И. ЯЯковлев çуралнăранпа 175 çул çитрĕ. Ăна хисеп туса çулсерен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

Çавна май Кÿстÿмерти вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсемпе класс ертÿçи Валентина Игнатьева «И. Я. Яковлев – чи паллă çутта кăларуçă тата гуманист» класс сехечĕ ирттерчĕ.  Занятинче И. Я. Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тивĕçлĕ таланчĕпе тĕплĕн паллашрĕç, чăваш Улăп паттăрĕн халалне итлерĕç.