Чăваш чĕлхи кунĕ

            Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - чăваш чĕлхи кунĕ. Тăван чĕлхе кунне халалласа Кÿстÿмĕр шкулĕнче тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче шкулта «Чăваш каччи - 2024» конкурс иртрĕ.  Ӑмӑртӑва 5-9 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ӑмӑрту пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе иртрĕ.  Конкурса пурĕ  5 çамрăк хутшăнма кăмăл турĕç. Хĕрÿ тупăшура «Чăваш каччи-2024» ята Антонов Ю. тивĕçрĕ

Ака уйăхĕн  21-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен чăваш  юмахĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса 2-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç.

Республика шайĕнче иртекен акцисенче те шкул ачисем хаваспах хутшăнчĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Яковлев Руслан «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци вăхăтĕнче илемлĕ сăвă вуласа хавхалантарчĕ.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашлăх  туйăмĕ  тапса  тăракан  хастарсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç.  Атте –анне панă чĕлхе вăрттăнлăхĕ  хăш шайра пулнине тĕрĕслерĕç.

Фотогалерея