«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акци

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акци



Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2026» акци иртрĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Акцие  пирĕн шкулта 19 çын хутшăнчĕ, вăл шутра шкул ачисем, вĕрентекенсем, шкул ĕçченĕсем. Тăваттăшĕ вара диктанта «5» паллăлăх çырчĕç.